Утрӑм,утса ҫитеймерӗм,
Пичче патне сукмакпа.
Малалла утас темерӗм,
Сукмак ҫыхӑннӑ аҫлӑ ҫулта
Х.Ю:
Эпир ҫак пурнӑҫра
Хӑнара вӑхӑта,
Ҫавӑнпа ку ҫулта,
Юлар-ха калаҫса.
Ишрӗм, ишсе ҫитеймерӗм,
Аппа патне Атӑлпа.
Малалла ишес темерӗм,
Атӑл кимме аркатать хумпа.
Вӗҫрӗм, вӗҫсе ҫитеймерӗм,
Тван киле ҫил-ҫунатпа.
Малалла вӗҫес темерӗм,
Ҫунатсем йӗпеннӗ ҫумӑрпа.
Ҫамрӑк чух,вӑхӑт ҫук тетпӗр,
Пӗр-пӗрин патне кайма.
Хӑран хытӑ ӳкенетпӗр,
Вӑхӑт иртсен эпир ватлӑхра.